Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Степан Лашман писатель

Вӑрӑм та пархатарлӑ ҫулпа утнӑ Степан Митрофанович Авксентьев. Вӑл ҫамрӑк чухне хӑй нумай пурӑнасса шанса хӑйне валли Лашман псевдоним илнӗ. «Петӗр патша валли карап йывӑҫӗ хатӗрлекен патвар чӑвашсене лашман тенӗ. Эп ҫавсем пек пулма шутлаттӑм. Тӑван халӑх валли нумай ырӑ ӗҫ тӑвас килетчӗ», — тетчӗ Степан Митрофанович.

Вӑл 1895 ҫулхи августӑн 6-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Патирек ялӗнче вӑтам хресчен килйышӗнче ҫуралнӑ. Ялти шкул хыҫҫӑн Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче, кайран Чӗмпӗртех строительство шкулӗнче вӗреннӗ. Ӑна империализм вӑрҫине хутшӑнма тивнӗ. Октябрь революцийӗ ҫӗнтерсен, Степан Митрофанович Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ. Унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ хаҫат-журнал редакцийӗсенче, радиора ӗҫлесе иртсе пынӑ. Вӑл чӑваш литературине ҫӗнӗ произведенисемпе пуянлатас тесе сахал мар тӑрӑшнӑ.

Литературӑна чунтан юратнӑ Степан шкулта вӗреннӗ чухнех сӑвӑсем ҫырнӑ. 1918 ҫулта Чӗмпӗр кӗпернинчи ҫутӗҫ пайӗн чӑваш уйрӑмӗн инструкторӗнче ӗҫленӗ чух ӑна «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» ятлӑ чӑвашла хаҫат кӑларас ӗҫе хутшӑнма сӗнеҫҫӗ. Вӑл малтанхи редактор пулать. Унта чӑвашсене Совет влаҫне ҫирӗплетессишӗн кӗрешме чӗнсе чылай сӑвӑ-калав пичетленӗ. Шупашкара килсен, вӑл 1920 ҫулта «Канаш» хаҫат редакцийӗнче ӗҫлеме тытӑнать. Унта тӑлмач, пай заведующиӑӗ, редакци секретарӗ пулнӑ. Пӗр тапхӑр РОСТА тата ТАСС корреспонденчӗ, радиокомитетӑн литературӑпа музыка передачисен редакторӗ пулса ӗҫленӗ. Аслӑ Тӑван ҫӗршыв вӑрҫи хыҫҫӑн «Тӑван Атӑл» журнал редакцийӗнче тӑрӑшрӗ.

Вӑл ҫырнӑ произведенисем кивӗ саманана ҫӗнни хӑюллӑн ҫӗнтернине, чӑвашсем Октябрь революципе граждан вӑрҫине хутшӑннине, ҫӗнӗ пурнӑҫшӑн кӗрешнине сӑнласа панӑ. Паллӑрах произведенисем шутне «Икӗ тӗнче» тата «Савни енчӗкӗ» поэмӑсем. «Хура ҫӑхансем», «Тӗттӗм кӗтесре», «Тамаша», «Лешхайхисем», «Ылтӑн хӗҫ» пьесисем, «Иван Космовский» повесть, уйрӑм калавсемпе очерксем кӗреҫҫӗ. Унӑн 15 ытла кӗнеке тухнӑ. Суйласа илнӗ чи лайӑх произведенисем «Кӑвак хуппи» кӗнекесенче пичетленнӗ.

Писатель куҫару ӗҫне те хутшӑнать. Вӑл М.Горький, А. Чехов, А.Серафимович, А.Блок тата ыттисем ҫырнисене куҫарнӑ.

П.Ялкир


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-08-05 12:35:27 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5602 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем